Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турхан ялӗнче фельдшерпа акушер пунктне тӗпрен ҫӗнетес ӗҫ пырать. Кун пирки Вӑрнарти тӗп район пульницин сайчӗ хыпарлать.
Ялти ФАП-а тахҫанах юсама вӑхӑт ҫитнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ: ҫурт тӑррине те ҫӗнетмелле, пӑрӑхӗсене те улӑштармалла. Унсӑр пуҫне унӑн умӗ те кивелнӗ пулнӑ, шалта та — юсамалли пайтах. Ял ҫыннисем каласа панӑ тӑрӑх, хӗлле фельдшерпа акушер пунктне кайсан унта сивӗ те нӳрӗ пулнӑ. ФАПа тӗпрен юсанӑ май ун ҫумӗнче котельнӑй та туса лартӗҫ. Ӑна вырнаҫтарас тӗллевпе ҫурта анлӑлатнӑ та ӗнтӗ.
Юсав ӗҫӗсене хальхи вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ кӳмелли стандартсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлӗҫ. Ҫавна май ялти халӑх кӗҫех малтанхи медицина пулӑшӑвне хӑтлӑ ҫуртра илме пултарӗҫ. Вӑл унчченхинчен хӑтлӑрах та, ӑшӑрах та, тата ҫутӑрах пулӗ.
Ялти ФАПра заведующийӗнче 30 ҫул ытла тӑрӑшакан Родионова Валентина Леонидовна хӑйӗн савӑнӑҫне пытармасть. «Фельдшерӑн чи пысӑк ӗмӗчӗ — хальхи вӑхӑтри мӗн пур требованипе санитари нормисене тивӗҫтерекен, кирлӗ хатӗрсем тата оборудовани вырнаҫтарнӑ ҫӗнӗ ҫурт», — тет вӑл.
Мӑн Турханти фельдшерпа акушер пункчӗ пурӗ виҫӗ ял ҫыннисене пулӑшу кӳрет.
Элӗк ялӗ ҫывӑхӗнче Вӑрнар районӗнчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр водителе тытса чанӑ.
Пакунлисем «Фолькваген» машина Элӗк патӗнче ҫул хӗресленнӗ вырӑнта хӑюсӑррӑн ҫаврӑнса илнине асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем сисчӗвленни ахальтен пулман. 33 ҫулти водитель хӗрӗнкӗ пулнӑ. Вӑл медтӗрӗслев витӗр тухма килӗшмен. Ӳсӗр арҫын хӑйӗн тӑванӗсен ачисене — 3-8 ҫулти шӑпӑрлансене — лартса ҫула тухнӑ.
Ака уйӑхн 30-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен республикӑра ӳсӗр 41 водителе тытса чарнӑ. Вӗсене пурне те штрафлӗҫ тата правасӑр чылайӑха хӑварӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын полицие ҫитнӗ. Унӑн икӗ машинине тапратса тарнӑ иккен.
Арҫын каланӑ тӑрӑх, Ҫӑкаллӑ Явӑшри унӑн ял хуҫалӑх кооперативӗнчен Лада Нивӑна тата Газеле тапратса тарнӑ. Машинӑсен алӑкӗ питӗрӗнчӗк пулман. Тапратмалли уҫҫи те унтах пулнӑ.
Вӑрӑсене ҫав кунпх тупнӑ. Вӗсем - 19-ти тата 20-ри каччӑсем, Ҫӑкаллӑ Явӑшрах пурӑнаҫҫӗ. Хайхискерсем судпа унччен те миҫе хут айӑпланнӑ.
Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнлӗ пулса иртнӗ. Икӗ каччӑ акан 29-мӗшӗнче ҫӗрле пӗрер машина тапратса кайнӑ. Аӗри транспорта килӗ умне лартса хӑварнӑ иа ҫыварма кӗнӗ. Тепри вара машинӑна кӳршисен тӗлӗнче хӑварнӑ. Каччӑсем айӑпне йышӑннӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кивҫурт Мӑратра пӗр вӑй питти хӑйӗн ашшӗне вӗлерессипе хӑратнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене евитленӗ хыҫҫӑн 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 119-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
74 ҫулти ашшӗпе арҫын пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 1 тата 8-мӗшӗсенче хирӗлме тытӑннӑ. Хӑй вӑл кашнинчех ӳсӗр пулнӑ. Ашшӗне вӑл мӑйӗнчен алллипе пӑвма хӑтланнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Ҫав кунсенчен пӗринче вӑл ашшӗне питӗнчен 4 хутчен ҫапнӑ.
Суд арҫынна 320 сехет ӗҫлеттерсе юсантарас тесе йышӑну кӑларнӑ.
Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу бригадисем виҫӗ хӗрарӑма ҫӑмӑлланма пулӑшнӑ.
Акан 17-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче, тепӗр кунхине Элӗк районӗнче ача кӗтекен хӗрарӑмсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах пульницӑна ҫитеймен, ҫул ҫинчех ҫуратнӑ. Фельдшерсем вӗсене ҫӑмӑллӑнма пулӑшнӑ, унтан пепкепе амӑшне пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Акан 19-мӗшӗнче вара Вӑрнар районӗнче хӗрарӑм килтех ҫӑмӑлланнӑ. Вырӑна ҫитнӗ фельдшерсем ӑна пулӑшнӑ, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Вӑрнар районӗнчи аграрисем ҫурхи ӗҫсене пуҫланӑ. Унта «Мураты» хуҫалӑх тата «Санары» агрофирма кӗрхи культурӑсене апатлантарма тытӑннӑ.
Районӗпе илсен, кӗрхи культурӑсен мӗнпур лаптӑкӗ 6912 гектарпа танлашать, ҫав шутра кӗрхи тулӑ — 6377 гектар, кӗрхи ыраш — 521 гектар.
«Мураты» предприятире пӗлтӗр кӗрхисене 514 гектар ҫинче акса хӑварнӑ, «Санары» агрофирмӑра — 323 гектар.
Икӗ хуҫалӑхра та удобрение «Туман-2» хальхи вӑхӑтри техника сапать. «Кӗрхисене азотпа вӑхӑтра апатлантарсан вӗсем хӑвӑртрах вӑй илсе ӳсме тытӑнӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хуҫалӑхсенчи агрономсем.
Вӑрнар районӗнчи тӳре-шара унччен пионерлагерь пулнӑ вырӑнта санаторипе курорт комплексӗ уҫасшӑн.
Унччен «Ласточка» (чӑв. Пӗчӗк чӗкеҫ) пионерлагерь пулнӑ кану вырӑнӗ питех те илемлӗ вырӑнта тӗпленнӗ. Юнашарах Ҫавал юханшывӗ юхса иртет. Лӑсӑллӑ йывӑҫсен сулхӑнӗнче темччен уҫӑлса ҫӳреме, техӗмлӗ те сиплӗ сывлӑшпа кӑкӑр туллин сывлама кама килӗшмӗ?
Ҫутҫанталӑкӑн ырлӑхӗпе чунтан киленме май пур вырӑнта санаторипе курорт комплексӗ уҫасшӑн. Ҫитменнине халӗ хамӑр ҫӗршывра тата тӑван тӑрӑхра туризма аталантарас юхӑм вӑй илсе пырать.
Проекта хӳтӗлеме май килсен укҫана федераци хыснинчен илме май килессе шанаҫҫӗ вӑрнарсем.
Вӑрнар районӗнчи Ҫарӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче полицейски виллине тупнӑ. Пӑтӑрмах пирки малтанласа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ, каярах ку хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче ҫирӗплетсе панӑ.
Лейтенант ӗҫ хыҫҫӑн пистолета ӗҫре парса хӑвӑрман иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна шырама тытӑннӑ. Ӗҫри сӗтел ҫинче вӑл хут ҫырса хӑварнӑ, унта вӑл тӑван тӑрӑхӗнче пулассине пӗлтернӗ иккен. Полицейски виллине, чӑн та, ҫавӑнта тупнӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ йӗрке хуралҫисем тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ прозаик, поэт, куҫаруҫӑ, редактор Галина Матвеева иртнӗ эрнере 65 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Чӑваш наци вулавӑшӗнче унӑн бенефисӗ иртнӗ.
Галина Матвеева (Антонова) 1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Урал университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаҫатсенче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ пулнӑ.
Вӑл – ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» кӗнекесен авторӗ.
Пултаруллӑ хӗрарӑм сӑвӑсем те ҫырать, ача-пӑча литературине чӑвашла куҫарать.
Кашни ҫулах ҫуркунне йывӑр тиевлӗ машинӑсен ҫул ҫӳрес йӗрке ҫирӗпленет. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Пирӗн республикӑра автомобиле виҫмелли пунктсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 19-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ.
Талӑкӗпе ӗҫлекен стационар пунктсене Шупашкара Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Улатӑр, Етӗрне тата Вӑрнар районӗсенчен пырса кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ пункт пулӗ.
Хулана кӗме ирӗк илес тесен «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» муниципалитетӑн предприятийӗпе ҫыхӑнмалла. Машина виҫине тӗрӗслекен пунктсем те ку ыйтупа пулӑшӗҫ. Хак 16 пин тенкӗрен пуҫласа 182 000 пин тенкӗ таран.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |